Кӑҫал «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ Шупашкар районӗнче, «Золотой колос» (чӑв. Ылтӑн пучах) ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерьте ӗҫлет. «Тантӑш» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӗмпӗр, Чулхула, Ӗрӗнпур, Сарӑту, Тӗмен облаҫӗсенчен, Мускавран килнӗ 39 ача икӗ эрне канать. Вӗсем тӗрлӗ ӳсӗмрисем: арҫын ачасемпе хӗрачасем 4—10-мӗш классенче вӗренеҫҫӗ.
Уйлӑха Шупашкарти 33-мӗш шкулӑн учителӗ Ирина Диарова ертсе пырать, воспитателӗсем — Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный шкулӗн учителӗ Татьяна Петрова тата Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн учителӗ Александр Степанов тесе хыпарланӑ хаҫатҫӑсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче.
«Ырӑ ир», «тавтапуҫ», «апачӗ тутлӑ пултӑр», «ырӑ каҫ» сӑмахсене те ачасем тӑван чӗлхепе калаҫҫӗ.
«Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫыру ҫырнӑ. Унта чӑваш чӗлхин латиница графикине ҫирӗплетме ыйтнӑ.
«Ирӗклӗх» Фейсбукра ку ҫыру пирки ӑнлантарса ҫырнинче хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхи кириллица ҫинче тӑнине палӑртнӑ. Кириллицӑпа латиницӑн лайӑх тата начар енӗсем пирки тӗрлӗ ушкӑнра унччен те калаҫман мар. «Ирӗклӗх» хӑйӗн уҫӑ ҫырӑвӗнче чӑваш чӗлхине латиница ҫине куҫарнӑ хыҫҫӑнхи ырӑ енӗсене уҫса пама тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра тӗнче тетелӗ акӑлчан чӗлхипе никӗсленнине кура ӑна латин саспаллипе йӗркеленине асӑннӑ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Михаил Игнатьев Элтепер ячӗпе шӑрҫаланӑ уҫӑ ҫырура чӑваш чӗлхине аталантарас тесен ун валли латиница ҫинче никӗсленнӗ саспаллисене те ҫирӗплетсен аван пулнине палӑртнӑ.
Паянхи кун, Пӗтӗм Тӗнчери тус-юлташсен кунӗнче, «Ирӗклӗх» наци пӗрлешӗвӗ хӑйне евӗр акци пуҫарса ярассине пӗлтернӗ.
«Чӑваш нацин уйрӑмлӑхӗ вӑл - йӑхташӑмӑрсем Раҫҫей Федерацийӗн кашни тӑрӑхӗнче тенӗ пекех тӗпленсе пурӑнни. Раҫҫейӗпех сарӑлса пурӑнакан чӑвашсем вырӑспа ытти халӑх хушшинче «ирӗлсех» каяҫҫӗ, чӑвашлӑх туйӑмне ҫухатса вырӑсланса пӗтме пултараҫҫӗ. Республикӑмӑрта та ҫав чир пур», — тесе ҫырнӑ пӗрлешӳ халӑх сечӗсенчен пӗринче.
Акци тӗллевне ҫапларах ӑнлантарнӑ. «Ҫак уява халалласа эпир халӑхӑн вӗҫӗмсӗр акцине пуҫарса яратпӑр:
Интернетри халӑх тетелӗсенче (facebook, vk, instagram, ok, twitter т.ыт.т) тӑван чӑваш чӗлхипе, хамӑрла пурӑнакан хастар чӑвашсене пӗтӗҫтермелле, пӗр-пӗринпе хутшӑнтармалла, хамӑр хушӑра тӑван чӗлхепех калаҫмалла», — шухӑшлаҫҫӗ пӗрлешӳ хастарсем.
Ҫак тӗллевпе халӑх тетелӗсенче кашнин пост лартмалла, унта хӑй пирки пӗр-ик сӑмах ҫырмалла, кама шыранине, кампа паллашас, туслашас килнине палӑртмалла. Постра #МАНПАТУСЛАШ хэштег лартмалла. Посчӗсене чӑвашла ҫырмалла.
Хисеплӗ чӑвашсем! Пирӗн халӑхӑн чӗлхи кӑна мар, йӑли-йӗркисем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Ҫав шутра — ҫирӗп тымар янӑскерсем те. Кунта эп туй йӑли-йӗрки е урӑххи пирки каламастӑп. Сӑмах нимелле ӗҫлени пирки пырать. Йӗри-тавралла сӑнаса пӑхкаларӑм та паянхи кунра ниме текен япала ҫухалнӑнах туйӑнать. Пӗр 15 ҫул каяллах апла марччӗ. Кӳршӗ-кӗршӗ, сӑмахран, кирпӗч е хӑма машшинпа тиесе килсен ҫывӑх ҫуртсенчи халӑх ӑна пушатма васкатчӗ. Халӗ вара тавар турттарса килнӗ хуҫи тата вӗсен кил-йышӗ кӑна нушаланать. Ыттисем кантӑкран «ку кӳршӗ мӗн тиесе килчӗ-ха?» тесе ҫеҫ пӑхса тӑраҫҫӗ. Ушкӑнпа ӗҫлесси пӑрахӑҫа туха пуҫларӗ, ытларах кашни уйрӑм пурӑнма тӗмсӗлет мар-и? Е эпӗ йӑнӑшатӑп...
Нимелле, е тепӗр май ушкӑнпа ӗҫлесси вара пирӗн халӑха сӑнлакан чи пӗлтерӗшлӗ паллӑсенчен пӗри шутланать. Вырӑсланса пынӑ май эпир ҫак хамӑрӑн йӑлана та манса пыратпӑр. Паянхи пурнӑҫӑн йӗрки ҫапларах тесе тӳрре кӑларас килмест ман ҫакна. Тем тесен те ҫак пулӑмӑн чӑн сӑлтавӗ — хамӑр халӑхран писсе, тӑван чӗлхене сирсе ют чӗлхе ҫине куҫнӑ май «ютла» (е тепӗр май — вырӑсла) пурӑнма хӑтланни.
Наци телекуравӗн эфирӗнче паян «Учим чувашский» (чӑв. Чӑвашла вӗрентепӗр) телекӑларӑмӑн ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлмалла. Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ ярӑмра куракансем Мускавран Шупашкара килнӗ Андрейпе паллашӗҫ. Андрей вара иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ патне хӑнана чӑваш чӗлхи вӗренме килнӗ. Иккӗмӗш сезон 6 кӑларӑмран тӑрӗ. Вӑл вӑхӑт хушшинче Андрей интереслӗ ҫынсемпе паллашӗ, ҫӗнӗ чӑваш сӑмахӗсене вӗренӗ, чӑваш чӗлхин ҫыру йӗркине ӑса хывӗ.
Ҫӗнӗ ярӑмри пӗрремӗш кӑларӑм эфира паян тухӗ, ӑна 20:30 вӑхӑтра курма май пулӗ.
Асилтеретпӗр, «Учим чувашский» кӑларӑма «Хавал» хастарсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш наци телекуравӗ пӗрле хатӗрлеҫҫӗ, вӑл вӗсен пӗрлехи проекчӗ шутланать.
Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ укҫа конверчӗсем сутлӑха кӑларчӗ. Хальхинче пӗрине юбилейпа саламлама, тепӗрне ҫӗнӗ ҫемье ҫавӑрнӑ ятпа чыслама хатӗрленӗ.
Укҫа конверчӗсене чӑваш эрешӗсемпе илемлетнӗ, чӑвашла салам сӑмахӗсене вырнаҫтарнӑ. Сӑвӑ авторӗсем: Геннадий Дегтярёвпа Лариса Петрова. «Ҫемье ҫавӑрнӑ ятпа» ятлинче вара — харӑсах икӗ сӑвӑ. Капла тунӑ май саламлакан икӗ сӑвӑран пӗрине суйласа илме пултарӗ.
Ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене, маларах кӑларнисене пекех, «СУМ» лавккара, «Чӑвашпичет» киоскӗсенче тата ытти вырӑнсенче туянма май пур. Хакӗ — 35 тенкӗ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Фейсбукри страницӑра ХӐЮллӑ пулма чӗнсе каланӑ. «Чӑваш нацин хӑй ӑнланулӑхне аталантарас, тӑван патшалӑх пӗлтерӗшне халӑхра палӑртса тӑрас тӗллевпе пӗлтӗртенпе «Чӑваш хӑйӑвӗ» вӗҫӗмсӗр акцине пуҫарса халӑх уявӗсенче, наци ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисенче чӑваш хӑйӑвне парнеленӗ, кӑҫал Чӑваш Республикин Патшалӑх паллисен кунне халалласа ку акцие тетелте «ХӐЮллӑ пул!» флешмоб пек ирттертӗмӗр», — тесе ҫырнӑ «Ирӗклӗх».
Чӑваш хӑйӑвӗ кирлӗ пулсассӑн ушкӑн ертӳлӗхне тӗнче тетелӗнче е irekleh@gmail.com электрон адреспа ҫыру ҫырма ыйтнӑ.
Сӑмах май, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш хӑйӑвне пин метр тӑршшӗ илессине пӗлтерет. Апла пулсан, вӑл пурин валли те ҫитмелле. Мӗнех, ХӐЮллӑ пулар.
Паян Шупашкарта Республика кунӗ кӗрлет. Уяв, паллӑ ӗнтӗ, ытти хӑш-пӗр тӑрӑхра та иртет. Пӑрачкав районӗнче, ав, ҫав ятпа ҫӗнӗ ача пахчи уҫнӑ, йывӑҫран бензин пӑчӑкпа хитре скульптура касса кӑларакансен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ ӗҫленӗ.
Шупашкарта паян 17 сехетре пин сасӑллӑ ача хорӗн сассипе киленме май килнӗ. Тӗп хуламӑрти Атӑл кӳлмекӗ патӗнчи Анне палӑкӗ патӗнче вӗсем валли ятарласа сцена хатӗрленӗ.
Аса илтерер, пирӗн республикӑран хора 614 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килнӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ хорӗ юрланӑ вӑхӑтра ҫумӑр ҫума пуҫлани те ачасене шиклентереймен. Ҫумӑртан хӳтӗленмеллисем тӑхӑнса вӗсем юрланӑ. Репертуарта чӑваш юррисем те пулнӑ.
Паян Шупашкарта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхипе ирттернӗ пӗтӗм тӗнчери олимпиада ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ун пекки кӑҫал пуҫласа пулнӑ. Хальхинче 25 ҫула ҫитмен 350 ытла шкул ачипе студент хутшӑннӑ. Вӗсем — хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар, республика тулашӗнчен тата чикӗ леш енчен те.
Олимпиадӑна «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе йӗркеленӗ.
«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енӗпе 51 ача хутшӑннӑ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ — Тутарстанран, пӗри – Пушкӑртстанран, виҫҫӗшӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнчен. Ултӑ ҫамрӑк ҫӗнтернӗ: Мария Ядрицова (Йӗпреҫри 2-мӗш шкул); Любовь Сергеева (Куславккари 2-мӗш шкул); Юлия Ярдухина (Шупашкарти 62-мӗш шкул) Ираида Якимова (Тӑвай районӗнчи Курнавӑш); Павел Васиков (Тутарстанри Аксу районӗнчен, Регина Андреева (Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнчен).
«Чӑваш чӗлхин илемӗ» ен дистанци мелӗпе иртнӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакансем хутшӑннӑ, турцирен те пулнӑ.
Колумб карапӗсем ҫывхарса килнине (1492) Кариб утравӗсем ҫинче пурӑнакансем курман. Тӗн пуҫӗ (шаман) кӑна тинӗс темле вӗттӗн-вӗттӗн хумханса чӗтреме пуҫланине асӑрханӑ. «Ку мӗне пӗлтерет-ши?» – тесе вӑл пуҫне ҫӗмӗрнӗ. Кашни кун вӑл ҫыран хӗрне тухнӑ та инҫете сӑнанӑ. Тинкерсен-тинкерсен вӑл аран-аран шывпа пӗлӗт хушшинче карапсене уйӑрса илнӗ. Хӑй мӗн курнине ыттисене каласа панӑ. Ыттисен те куҫӗсем уҫӑлнӑ – индеецсем карапсене кура пуҫланӑ.
Тӗнчери пулӑмсене, япаласене тытса илес, ӑсласа илес тӗлӗшпе паянхи чӑваш ӑс-тӑнӗ Колумб вӑхӑтӗнчи индеецсене аса илтерет. Леонардо да Винчи калашле: «Пӑхатпӑр, анчах курмастпӑр. Итлетпӗр, анчах илтместпӗр…».
2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлхӗсен институтӗнче чӑваш тӗнчишӗн, чӑваш шӑпишӗн пӗлтерӗшлӗрен те пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртрӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе «Иван Яковлевич Яковлев патне малалла!» тесе ирттернӗ Г.Н. Волков ку ҫул йӑнӑш пулни пирки пӗлтерчӗ. Кӗҫтенттин Иванова халалласа ӳкернӗ ӗҫсем умӗнче вӑл чунне уҫрӗ. «Чӑваш халӑхӗ умӗнче эп айӑплӑ… Каҫару ыйтатӑп… Иван Яковлевич Яковлев иккен коварный русификатор», – терӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |